Паян Чӑваш Енри темиҫе пуҫлӑх порфтельпе сывпуллашнӑ. Хайхисемшӗн ку утӑм кӗтменлӗх пулман: вӗсем — республикӑн Патшалӑх Канашӗн улттӑмӗш созывне депутатне суйлава хутшӑнса ҫӗнтернӗскерсем. «Халӑх тарҫи» ята илсен патшалӑх службинчи пуҫлӑх пуканӗсӗр юлассине вӗсем малтанах пӗлнӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер хальлӗхе икӗ пуҫлӑх пирки йышӑну кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне Александр Коршунов ертсе пыма тытӑнассине эпир кӑнтӑрлачченех пӗлтернӗччӗ. Каярах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки 133-мӗш номерлӗ хушу пичетленчӗ. 132-мӗш номерлипе вара асӑннӑ министерство пуҫлӑхӗ пулнӑ Сергей Павлова урӑх ҫӗре куҫнӑран ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен каланӑ.
Чӑваш Енӗн Тариф службин пуҫлӑхне Альбина Егоровӑна 131-мӗш номерлӗ хушупа ӗҫрен хӑтарнӑ. Пуҫлӑх тивӗҫне ку тытӑмра пуҫлӑх ҫумӗнче вӑй хунӑ Марина Кадилова пурнӑҫлӗ.
Альбина Егоровнӑна ҫӗнӗ созыври Патшалӑх Канашӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри пайташӗсем хысна комитетне ертсе пыма лартасшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ паян пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ йыхравӗн вӑхӑтӗнче спикера Валерий Филимонова лартма пултараҫҫӗ. Татӑклӑ йышӑнӑва ыран, Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче, тӑвӗҫ.
Валерий Филимонов кандидатури пирки унта-кунта вӑрттӑн калаҫнинчен тухнӑ сӑмах мар. Республикӑри «Фармация» предприяти пуҫлӑхне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн паянхи пухӑвӗнче спикера сӗнме йышӑннӑ. Унӑн ҫумӗсем пулма парти пайташӗсем унчченхи созывра та ҫав должноҫе йышӑннӑ Николай Малова тата Республикӑн Тариф службин ертӳҫине Альбина Егорована сӗннӗ.
Комитетсен ертӳҫисене те парти пайташӗсем хӑйсен хушшинче палӑртнӑ. Патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекеннине малтанхи йыхравра та ҫав комитета ертсе пынӑ Николай Малова сӗннӗ, хысна енӗпе ӗҫлекеннине — Альбина Егорована, социаллӑ ыйтусемпе — Вячеслав Рафинова, экономика политикипе тата АПКпа — Сергей Павлова.
Пӑрачкав районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Унта пӗр депутатӑн полномочине вӑхӑт ҫитиччен пӗтерме, теприне «халӑх тарҫин» удостоверенине тыттарма йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Пӗрлехи суйлав кунӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине, регионсенчи саккунсем йышӑнакан влаҫа (Тӗрлӗ регионта ӑна тӗрлӗрен калаҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ку органа Патшалӑх Канашӗ теҫҫӗ) тата вырӑнти хайтытӑмлӑх органӗсене депутатсене суйларӗҫ.
Пӑрачкав районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн председателӗ — район пуҫлӑхӗ Леонид Васильев Сиявӑри 7-мӗш округпа суйланнӑ Ирина Дубинкинӑна депутат пулнине ӗнентерекен хут тыттарнӑ.
Ряпинӑри 5-мӗш округпа депутата унччен суйланнӑ Василий Новичкова полномочисӗр хӑварнӑ. В. Новичков тӗлӗшпе мӗншӗн апла йышӑннине район администрацийӗн сайтӗнчи пысӑках мар хыпарта асӑнман.
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине Александр Коршунов ертсе пыма тытӑнӗ.
Аса илтеретпӗр, министр пуканне паянччен йышӑннӑ Сергей Павлов Вӑрнар тӑрӑхӗнчен республикӑн Патшалӑх Канашне суйланчӗ. Депутатсен вара патшалӑх службинчи вырӑнта ларма юрамасть.
Александр Коршунова министрӑн тивӗҫне пурнӑҫлама шанассине паян республика Правительствин ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Александр Коршунов Агрохими службин «Чувашский» патшалӑхӑн центрне ертсе пырать. Федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ шутланакан ҫав центр пуҫлӑхне лариччен вӑл республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче те ӗҫленӗ. Сӑмах май каласан, маларах асӑннӑ Сергей Павлов та вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑччӗ.
Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Вячеслав Рафинов малашне ку тивӗҫе пурнӑҫламӗ.
Ӑна республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулма суйланӑ хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин чӑваш парламентӗнчи фракцине ертсе пыма шаннӑ. Ку йышӑнӑва парти пайташӗсем авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ йӗркелӳ ларӑвӗнче татса панӑ.
Фракци ертӳҫине палӑртмалли сасӑлава вӑрттӑн ирттернӗ. Унта Вячеслав Рафиновшӑн ытларах сасӑ пухӑннӑ. Ӑна фракцире пулӑшса пыма Ҫӗнӗ Шупашкар округӗпе депутата суйланнӑ Сергей Михеева шаннӑ.
Депутата суйланнӑ Вячеслав Викторович унччен йышӑннӑ пукан — Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй — патшалӑх должноҫӗ шутланать. Депутата саккун патшалӑх службинче ӗҫлеме ирӗк памасть.
Суйлав иртсе кайрӗ. РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен Леонид Черкесовпа Анатолий Аксаков каясси пирки пӗлтернӗччӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнче вырӑнсене епле пайланӑ? Вӑл е ку партирен миҫе депутат пулӗ унта? Хальлӗхе списока ҫирӗплетмен. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен 36 депутат пулӗ.
КПРФ парти валли Патшалӑх Канашӗнче 3 вырӑн уйӑрнӑ. ЛДПР валли те ҫавӑн чухлех вырӑн пулӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен унта 2 депутат пулӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫӗнӗ созывне унчченхи партисемех лекнӗ. Кун пирки республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ ӗнерхи ларура пӗлтернӗ.
Ҫурлан 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думине депутата лекме пултаракансемпе тӗл пулнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха.
Ӗнер республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче чӑваш парламентӗнчи мандатсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ, либерал-демократсен партийӗ тата «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем хушшинче пайлассине пӗлтернӗ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче, аса илтеретпӗр, 22 мандата пӗр мандатлӑ суйлав округӗсемпе суйланнисем йышӑнӗҫ. Тепӗр 22-шне — парти списокӗпе ҫӗнтернисем. Парти списокӗнчисенчен «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партине 14 мандат лекӗ, коммунистсемпе либерал-демократсене — виҫшер, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫее» — иккӗ.
Маларах эпир РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Анатолий Аксаков хӑйсен партийӗнчен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне виҫҫӗн лекессине шаннине пӗлтернӗччӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри политика канашӗн пайташӗсем РФ Федераци Канашӗнче Вадим Николаевах хӑварасшӑн. Ӑна вӗсем республикӑн Патшалӑх Канашӗнчен унта ҫирӗплетесшӗн.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти пайташӗсем хӑйсен пухӑвӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче фракци йӗркелес тата РФ Федераци Канашне ЧР Патшалӑх Канашӗ ячӗпе сенатора сӗнес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Аса илтерер, унччен Федераци Канашӗнче Чӑваш Енрен Вадим Николаев тата республикӑн экс-президенчӗ Николай Федоров, вӑл вице-спикер, пулнӑччӗ.
Сенаторсенчен Николай Федоров пӗлтӗр 4 миллион та 810 пин тенкӗ ӗҫлесе илнине, Вадим Николаев вара 6 миллион та 750 пин тенкӗ тупӑш тунине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ шӑпи тахҫанах калаҫтаракан тема пулса тӑнӑ май Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫак ыйтӑва вӗҫӗмех хускатса пычӗ.
Ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ протест акцине тухнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсем унччен Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурта юсамашкӑн республика хыснинчен укҫа уйӑрманнине пӗлсен кӑмӑлсӑрланса пикета пухӑннӑ.
Наци сӗмӗллӗ лицей шӑпипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӗнер иртнӗ чӑваш парламенчӗн ларӑвӗнче те хускатнӑ. ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, лицей-интерната муниципалитета (ку вӑл Шупашкара тенине пӗлтерет) панине кура асӑннӑ шкула тӑвассишӗн муниципалитет кӑна яваплӑ. Енчен хула ку ыйтӑва татаймасан бюджета тепӗр хут пӑхса тухнӑ чух республика пулӑшма хатӗр тесе ӗнентернӗ республикӑри тӗп финансист.
Лицей музыка училищи ҫумӗнче пулмалла. Анчах ҫӗр ыйтӑвӗ те хальлӗхе татӑлман, лицей йышӑнмалли лаптӑкӑн пӗр пайӗн хуҫи — уйрӑм ҫын.
«Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков лицей-интерната прокуратура иртнӗ ҫулах уҫма хушнине аса илтернӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртме пултарать. Ку вӑл кадрсемпе ҫыхӑннӑ.
Республикӑри паллӑ журналистсенчен пӗри Александр Белов ҫырнӑ тӑрӑх, республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ пулать. Министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла-мӗн.
"Тӗрлӗрен сӑмах ҫӳрет. Ҫынсем кун пеккине калаҫма юратаҫҫӗ. Анчах хальӗхе нимӗнле йышӑну та туман", — тенӗ Олег Марков вице-премьер журналиста.
Ҫав вӑхӑтрах ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев республикӑн парламентне, социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине куҫас шухӑшлӑ пулнӑ, анчах Михаил Игнатьев Элтепер ирӗк паман имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.